Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Александров Михаил Александрович

Александров Михаил Александрович — паллӑ авиаконструктор. 1934 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче хальхи Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ Мӑн Марка ялӗнче ҫуралнӑ.

Кун-ҫулӗ

Михаил Александрович 1949 ҫулта Мӑн Маркари ҫичӗ класлӑ шкула вӗренсе пӗтернӗ, 8-мӗш класа Ишекри вӑтам шкула вӗренме кӗнӗ. Шкулпа сывпуллашсан, ҫамрӑк каччӑ чарӑнса тӑман, Хусанти авиаци институтне пӗрремӗш курса самолетостроени факультета вӗренме кӗнӗ. Ҫав вӑхӑтрах студентсен конструктор бюровӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. 1958 пулас конструктор Хусанти институтран вӗренсе тухнӑ, диплом ӗҫне хӳтӗленӗ. «Вӗҫев аппарачӗсене проект тӑвакан» специальлӗхе алла илнӗ, самолет тӑвакан инженер-механик пулса тӑнӑ. Авиаци промышленноҫӗ ӑна О. К. Антонов патне янӑ.

1958 ҫултан пуҫласа вӑл О.К. Антонов патӗнчи пӗтӗм самолетӑн проект ӗҫӗнче вӑй хунӑ: АН-24, АН-2М, АН-28, АН-38, АН-124 ("РУСЛАН") тата ытти те.

Михаил Александровӑн проектсем тунӑ чухнехи ӳсӗмӗсене "Хисеп палли" орденпа, медальсемпе, ЦК КПСС Хисеп Грамотипе, "СССР изобретателӗ" ятпа хакланӑ.

Михаил Александров халь Кейӳ хулинче пурӑнать, ӗҫлет. Вӑл О. Антонов ячӗллӗ ӑслӑлӑхпа техника комплексӗнчи пӗрремӗш конструкторӗ.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2009-07-16 20:05:00 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7171 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем